Юлашки вăхăтра пирĕн районта та кальян туртакансем йышланчĕç. Анчах та вĕсем кальян сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнă пирки тавçăрмаççĕ те пулас. Кальян табакĕнче никотин пур. Никотина вара хăнăхма пулать. Унсăр пуçне кальян табакĕнче тĕрлĕ сăмала, сĕрĕм газĕ, формальдегид, йывăр металсен тăварĕсем тата ытти сиенлĕ хутăшсем пур. Чылай чухне малтан-ласа кальян кăна туртнă çынсем сигарет туртма пуçлаççĕ, хăшĕсем вара нар-котиксем çине куçаççĕ. Пĕр сехет хушши кальян туртнă çын 100-200 сигарет туртнă чухлĕ табак тĕтĕмне çăтать. Пĕр сигарет туртсан çын ỹпки витĕр 500 мл тĕтĕм тухать, кальян туртнă чух вара - 10 литра яхăн. Кальян туртни, сигарет пекех, ỹпке ракĕ патне илсе çитерме пултарать. Çемьере арăмĕпе упăшки те кальян туртаççĕ-тăк, вĕсен ачи патологисемпе çуралма пултарать. Кун пек çемьесенче ача пачах пулмасан та пултарать. Кальян туртни генсем шайĕнче те сиен кỹнине тĕпе хурсан, ачасем кăна мар, мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те чирлĕ çуралас хăрушлăх пур. Пĕвер шыçни, чĕре чирĕсем, ỹпке тубер-кулезĕ, инфекци чирĕсем, ВИЧ-инфекцисем - çак амаксем те кальян туртнăран пуçланма пултараççĕ. Çавăнпа та шухăшласа пăхăр - самантлăх киленỹ илессишĕн кальян туртма кирлех-ши? Сывă пурнăç йĕркине тытса пынине нимĕн те çитмест.
А.ЯКОВЛЕВ, врач-нарколог.