Вĕренỹре те маттур, спортра та хастар, сцена çинче те пултаруллă

 

Шăпах çакăн пек яш вĕренет Питĕркассинчи вăтам шкулта, вăл - 11-мĕш класра пĕлỹ илекен Евгений Вазин Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир районти пилĕк çамрăк Чăваш Респуб-ликин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни пирки пĕлтернĕччĕ. Паян вулакансене вĕсенчен пĕринпе - Евгений Вазинпа - тĕплĕнрех паллаштарасшăн.

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ ваттисем. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе çирĕппĕн утма вара атте-анне панă тĕрĕс воспитани тата вĕрентекенсем панă тарăн пĕлỹ пулăшать. Ачаранах тĕрлĕ енлĕн аталанма, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшсан чылай çăмăлрах. Евгений Вазин та çаплах - яланах çĕннине пĕлме, учитель каланине ăса хывма тăрăшать. Шкулта, районта иртекен мероприятисене те час-часах хутшăнать. Спортпа туслăскер, пĕр ăмăртуран та юлмасть темелле.

"Вырсарникун кăна Шупашкарта йĕл- тĕрпе чупакан çамрăксен ăмăртăвĕнчен таврăнтăм, - терĕ Женя хăйĕн пирки каласа пама ыйтсан. - Классика стилĕпе ăмăртрăмăр. Малти вырăна тухаймарăм пулин те, çитĕнỹсем малашлăхра пуласса шанатăп".

Спортри çитĕнĕвĕсем унăн ахаль те çук мар-ха. Евгений Вазин пĕлтĕр хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн разрядне пурнăçланă. Йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене тухнă. Спортăн ку енĕпе ăсталăхне туптама каччăна Владимир Элеменкин тренер пулăшса пырать. "Хам йĕлтĕрпе чупма кăмăлланисĕр пуçне эпĕ паллă Раççей йĕлтĕрçин - Александр Легков Олимп чемпионĕн - пултарулăхĕпе кăсăкланатăп, унран тĕслĕх илме тăрăшатăп. Унăн спортри çитĕнĕвсем пирки эпĕ телевидени, Интернет, хаçат-журнал урлă пĕлме тăрăшатăп", - тет Женя.

Каччă хăйĕн пуласлăхне те спортпах çыхăнтарасшăн иккен - физкультура учителĕ пулас шухăшлине пытармарĕ. Ырламалла кăна кун пек шухăша, уйрăмах алла диплом илсен района таврăнма шутласан - пирĕн шкулсенче физкультура учителĕсем çитменнине пурте пĕлетпĕр.

Сцена çине тухса куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе те паллаштарма ĕлкĕ-рет маттур каччă. Акă иртнĕ çул район администрацийĕн культура пайĕ "Эпир астăватпăр! Эпир мухтанатпăр!" проекта пурнăçа кĕртнĕ май темиçе района та концертпа çитрĕ. Евгений Вазин та çав концертсене хутшăннă. Вăл унта "Хастар" ФСК-ра тимлекен Татьяна Сергеевапа пĕрле "Синий платочек" юрă янăранă май моряк формине тăхăнса ташланине хам та курса савăннăччĕ.

Районта çулсерен иртекен "Пуласлăх пирĕнте" çамрăксен фестивальне те хутшăнать Евгений Вазин, пĕлтĕр унта Питĕркассисен команди пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.

Маттур, тĕрлĕ енлĕ аталаннă яш пирки юлташĕсем те, вĕрентекенсем те лайăххине кăна калаççĕ. "Женя _ питĕ кăмăллă, тăрăшуллă ача, мĕн хушнине яваплăха туйса пурнăçлать, - тет хăйĕн вĕренекенĕ пирки Альбина Фадеева учитель. - Эпĕ 5-мĕш класранпа вĕсен класс ертỹçинче тăрăшатăп, çак хушăра Женя хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса пычĕ. Вăл тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене те тăтăшах хутшăнать, призерсен шутне кĕрет". Пирĕн районта çакăн пек пултаруллă çамрăксем пурри, паллах, савăнтарать. Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни хăйне тата яваплăрах пулма, çĕнĕ çитĕнỹсем - уйрăмах спортра _ тума хистенине палăртрĕ Евгений Вазин. Маттур яшăн çутă тĕллевĕсем пурнăçа кĕрсе пырасса чунтанах шанатпăр.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"