Январĕн 16-мĕшĕнче районти физкультурăпа спорт комплексĕнче РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Ю.Н.Шереметьева асăнса çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă турнир иртнĕ. Район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Александр Самылкин Чутай çĕрĕ спортсменсене хапăл туса йышăннине пĕлтернĕ. Паллă кĕрешỹçĕн Юрий Шереметьевăн ывăлĕ, алла-аллăн кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Раççейĕн тата Европăн кĕмĕл призерĕ, каратэ тата алла-аллăн кĕрешес енĕпе çĕршыври, республикăри ăмăртусен нумай хутлă çĕнтерỹçи Алексей Юрьевич ашшĕн çутă сăнарне ырăпа асăнса турнира пухăннă спортсменсене тав тунă, çавăн пекех спорт пурнăçра чи пысăк приоритетсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, ăмăртăва хутшăнакансем тата куракансем йышлă пуçтарăннă. Района Чăваш Енри 15 команда, тĕрлĕ çулсенчи тата виçери 204 кĕрешỹçĕ килнĕ. Йăлана кĕрсе пыракан турнира кăçал Ульяновск хулинчи команда та хутшăнма кăмăл тунă. Кавир çинчи хĕрỹ тытăçусенче спортсменсем хăйсен вăйĕпе ăсталăхне кăтартса панă.
2007-2009 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче, 26 килограмлисен виçинче Хĕрлĕ Чутайри Вадим Иванов виççĕмĕш вырăн йышăннă.
2000-2001 çулсенче çуралнисен, 46 килограмлисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутайри Никита Ульянов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 50, 54 килограмм таякан кĕрешỹçĕсем хушшинче Сергей Терентьев тата Андрей Терентьев виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
2001 çулта тата унччен çуралнă çамрăксем (63 кг) хушшинче Стас Волков ылтăн медале, Никита Федотов бронзăна тивĕçнĕ.
Çапла майпа Хĕрлĕ Чутай спортсменĕсен наградăсен пухмачĕ пĕр ылтăн, пĕр кĕмĕл тата тăватă бронза медальсемпе пуянланнă.
Çав хушăра:
Шăматкунах районти спортсменсем хăйсен тренерĕсемпе республикăри виçĕ ăмăртăва хутшăннă.
Шахматистсем Евгений Сергеев тренер-вĕрентекен ертсе пынипе Чулхула облаçĕнчи Сеченовăна тухса кайнă. Унта Р.Нежметдинова асăнса шахамат турнирĕ пулнă.
Ишекенсен команди Юрий Столяров ертсе пынипе Улатăрти В.Петрова асăнса иртекен турнира хутшăннă.
Владимир Элеменкин тренерăн команди Чăваш Республикин йĕлтĕрпе чупакансен первенствине тата чемпионатне хутшăннă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"