Çамрăк спортсмен малашлăха шанчăклăн пăхать

 

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ пултаруллă çамрăксем хушшинче Хĕрлĕ Чутай районĕн çамрăк спортсменĕ, "Хастар" ФСК-ра ăсталăхне туптакан, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Олимп резервĕн училищинче иккĕмĕш курсра вĕренекен Владимир Магаськин та пур.

Каччă спортпа ачаранпах туслă. Малтанах çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă, ишме кăмăлланă. Çапла майпа спорт унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма пуçланă. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă май çитĕнỹсен шучĕ те нумайланнă. Ишесси, çуллахи полиатлон, çăмăл атлетика, велокросс - спортăн çак енĕсемпе Владимир тăтăшах республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать. 2015 çулта çамрăк спортсмен Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ уçă первенствинче 2 пин метра чупса 2-мĕш вырăна тухнă; велокросс енĕпе иртнĕ Чăваш Ен кубокĕнче - виççĕмĕш вырăн. Раççей шайĕнче дуатлонпа 1996-1997 çулсенче çуралнă юниорсем хушшинче иртнĕ эстафетăра та виççĕмĕш тухма пултарнă.

Спортри ăнăçусемшĕн Владимир Магаськина триатлон енĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Володьăн триатлонпа тата çуллахи полиатлонпа - 1-мĕш разряд, çăмăл атлетикăпа, ишессипе тата велоспортпа - 2-мĕш аслă разряд пур. Малашлăха шанчăклăн пăхакан çамрăк спортсмена тата пысăкрах ăнăçусем сунатпăр.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"