Мартăн 28-29-мĕшĕсенче Шупашкарта шахматла хăвăрт выляс енĕпе 13 çул тултарман арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче уçă ăмăрту иртнĕ. Унта пурĕ 50 ытла шахматист хутшăннă, çав шутра - пирĕн районти Дарья тата Даниил Романовсем. Дарья Романова шахматла выляс енĕпе республика чемпионĕн ятнĕ пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Ку хутĕнче те вăл малтан ăмăртăва килнĕ пур хĕрачана та çĕнтернĕ, унтан арçын ачасемпе тупăшнă та виççĕмĕш вырăн йышăннă. Дарья Романова Туктамăш ялĕнче пурăнать, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет.
Хĕрача шахматла выляма пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хăнăхнă. Шкулта пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне Евгений Сергеев тренер пулăшнипе шахматла выляссипе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Дашăн шăллĕ те, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Даниил, шахматла çулĕсене кура мар ăста вылять. Çỹлерех асăннă ăмăртăва вăл та хутшăннă, хăйне лайăх енчен кăтартса панă. Аппăшĕпе шăллĕ çывăх вăхăтра, апрелĕн 20-29-мĕшĕсенче, классикăллă шахматла выляс енĕпе Шупашкарта иртекен ăмăртăва хутшăнĕç. Палăртмалла, Дарья ку ăмăртура 15 çул тултарман хĕрачасемпе те вăй виçĕ. Романовсем шахматла çемйипех выляççĕ.
"Эпир ачасемпе килте тăтăшах шахматла вылятпăр, - тет пултаруллă ачасен амăшĕ Любовь Романова. - Халĕ ĕнтĕ вĕсем пире те ним мар çĕнтереççĕ. Эпĕ ачасемпе тăтăшах шахматла вылякансен тĕрлĕ ăмăртăвĕсене тухса çỹретĕп. Акă нумаях пулмасть районта иртнĕ "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" ăмăртăва та çемйипех хутшăнтăмăр тесен те йăнăш пулмĕ. Мана унта ачасене шахмат вăййине явăçтарас ĕçе активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕ те парса чысларĕç".
Шахматла выляни ачасен ăс-тăнне аталанма пулăшать тесе ахальтен каламаççĕ пуль. Дарья, тĕслĕхрен, шкулта пĕрремĕш класранпах "5" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, Даниил та аван вĕренет.
Хальхи вăхăтра Дарья Романова шахматла хăвăрт выляссипе апрелĕн 11-13-мĕшĕсенче Шупашкарта пулакан тепĕр пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хатĕрленет. "Рапид в Чебоксарах - мемориал чемпионата России 1966 г. В.Д.Сергиевского" ятпа Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсем "Чебоксары-Арена" Пăр керменĕнче иртĕç. Турнира Чăваш Енĕн паллă шахматистне, Раççей чемпионне Владимир Сергиевские халалланă. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 200 ытла шахматист хутшăнĕ. Дарья Романована Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ăмăртура та çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"