Тĕрлĕ çитĕнỹсем тума ăнтăлать

 

Тралькассинче пурăнакан, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Инна Крыцована час-часах сцена çинче те, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче те курма пулать. Çак маттур хĕрача чăннипех пултаруллă, ахальтен каламаççĕ пулĕ "талантсем пирĕн хушăрах" тесе. Хальхи вăхăтра Иннăн пушă вăхăчĕ те çук пулĕ - патшалăх экзаменĕсене те хатĕрленмелле.

Çапах та "Хастар" ФСК уçăлнăранпах Людмила Михуткина тренер патĕнче ишес пултарулăхне туптаканскер, çав хушăрах Людмила Алексеевна тата Галина Мидейкина физкультура учителĕ пулăшнипе çăмăл атлетика секцине çỹрекенскер спорт пирки те манмасть. Акватлон енĕпе Инна Крыцован пĕрремĕш разряд пур, ишессипе - виççĕмĕш. Ишессипе те, чупассипе те темиçе хутчен те тĕрлĕ дистанцисенче район чемпионĕн ятне тивĕçнĕскер, республикăри ăмăртусенче те палăрнăскер, Инна спортăн çак тĕсĕсемпе малашне тата пысăкрах çитĕнỹсем тăвасса шанас килет.

Спортри ăсталăхне туптанă хушăрах хĕрупраç сценăна та парăнтарать. Ачасен искусство шкулĕн хор уйрăмне çỹрет, Венера Молодейкина пулăшнипе юрлама хăнăхать. Тĕрлĕ фестиваль-конкурссене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Районти пĕр концерт та Инна Крыцовасăр иртмест тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсенче те палăрма ĕлкĕрет Инна. Акă пĕлтĕр республикăри "Поиск-2015" конференцире вăл 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Иннăн ỹкерес ăсталăхĕ те пур, ăна вăл Л.Индрякова пулăшнипе туптать.

Малашлăхра тата пысăкрах çитĕнỹсем тума ăнтăлакан пултаруллă хĕрачана ăнăçу сунатпăр.

Юрий СТОЛЯРОВ, "Хастар" ФСК тренерĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"