Физкультурник кунне кашни çулах август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. Çак кун çĕршывĕпех массăллă ăмăртусем, спорт фестивалĕсем, вăйăсем йĕркелесе ирттереççĕ. Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ те спорт йăлисемпе пуян. Кăçал та сывлăха çирĕплетме пулăшакан физкультурăпа спорт мероприятийĕсем районта чылай иртрĕç.
Августăн 13-мĕшĕнче районти Тĕп стадионта Физкультурник кунне халалланă сывлăхпа спорт уявĕ пулать. Вăл район çыннисене спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнма хăнăхтарас, вĕсем хушшинче вăйлисене тупса палăртас, ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕллевпе иртет. Массăллă ăмăртусене пурте хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех çак кун район çыннисен физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнпа, тренажер тата спорт залĕсемпе тỹлевсĕр усă курма май пур. Спорта юратакансем ГТО нормативĕсене пама пултараççĕ.
Уявăн савăнăçлă пайĕ 9 сехет те 30 минутра пуçланать.
Источник: "Пирěн пурнăç"