Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта шахматла хăвăрт выляс енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ. Асăннă ăмăртăва районти 12 çамрăк хутшăннă. Хĕрлĕчутайсем 18 медальтен саккăрăшне çĕнсе илнĕ. Хĕрачасем хушшинче Дарья Романована тата Елена Афанасьевана çитекенни пулман. Виççĕмĕш вырăна Полина Медакинапа Яна Никифорова тивĕçнĕ. Арçын ачасем хушшинче те хĕрлĕчутайсем палăрнă: Максим Кудряшов, Владислав Тунейкин тата Александр Ефремов пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăнă; Валерий Кудряшов - виççĕмĕш (тренер-преподавателĕ - Е.Сергеев).
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"