Чи лайăх ишевçĕсем паллă


Иртнĕ спорт çулталăкĕн чи лайăх ишевçисене палăрт-рăмăр. Вĕсем: Константин Фондеркин, нумай хутчен район рекордсменĕ пулчĕ, Чăваш Республикинчи шкул ачисен Спар-такиадин çĕнтерỹçи;

Юрий Тимофеев, эстафета ишевĕнче темиçе хутчен те район рекордсменĕ, Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри физкультура хатĕрлевĕн смотрĕнче пĕтĕ мĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекен ачасем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ;

Евгения Герасимова, район рекордсменĕ, вăл та иртнĕ çул Анапăри ăмăртусене хутшăнса иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

"Спорт смени" номинацире Егор Секайкин çĕнтерчĕ. Вăл хăйĕн ỹсĕмри ушкăнра "Хастар" ФСК-ан рекордсменĕ шутланать. Çамрăк ишевçĕ Воротынец поселокĕнче, Етĕрнере, Пăрачкав районĕнче иртнĕ ăмăртусене хутшăнса призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Иртнĕ çул Егор Чăваш Ен первенствинче 3-мĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçларĕ.

Çамрăксем пурте Хĕрлĕ Чутайри шкулта вĕренеççĕ. Вĕсемпе эпир Эдуард Романов физкультура учителĕпе пĕрле ĕçлетпĕр. Çамрăксем кăçал та хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр.

Юрий СТОЛЯРОВ, тренер-преподаватель.

Источник: "Пирěн пурнăç"