Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра районта та, Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун активлă кану йĕркелеме кăмăллакансем "Хастар" ФСК-ри бассейнпа, тренажĕр залĕпе тỹлевсĕрех усă курма, физкультурăна, спорта тата сывă пурнăçа халалланă меро-приятисене хаваспах хутшăнма пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, çак кун Шупашкарта Чăваш Ен пуçлăхĕн парнисемшĕн республикăри çемье командисем, йĕлтĕрçĕсем, тупăшĕç. Вăл январĕн 8-мĕшĕнчех иртмелле пулнă. Анчах та сивĕ çанталăка пула ăмăртусене 21-мĕшĕ çине куçарнăччĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"